НИКОЛАЙ НЕКРАСОВ, КОНСТАНТИН ИВАНОВ, МЕХСЕТИ ХУДЖАНДИ ПӖРЛЕШТЕРНӖ УРОК

НИКОЛАЙ НЕКРАСОВ, КОНСТАНТИН ИВАНОВ, МЕХСЕТИ ХУДЖАНДИ ПӖРЛЕШТЕРНӖ УРОК


Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекенсем вырӑс литератури урокӗнче Н.А. Некрасов ҫырнӑ "Мороз, Красный нос" поэма сыпӑкне вуласан тӗрлӗ литературӑри хӗрарӑм сӑнарӗсене тишкерсе пӗчӗк тӗпчев турӗҫ. "Есть женщины в русских селеньях..." Некрасовӑн ҫак йӗркесене вуласан чӑвашсен К. Ивановӑн "Нарспине" аса илчӗҫ. 5 класри Марзия чӑн таджик хӗрӗ пулнӑран таджиксен Мехсети Худжанди ҫырнине тишкерчӗҫ. Марзия хӑйӗн амӑшӗ, Зайнаб Муродовна ҫинчен каласа пачӗ. Виҫӗ халӑха пӗр пеклӗх пӗрлештерет— кашни халӑх хӗрарӑмӗ тӑван кил ӑшшине упрама тӑрӑшать, ачисене юратса ҫитӗнтерет, нимле ӗҫрен те пӑрӑнмасть. Вӗренекенсем кластер тума хӑнӑхрӗҫ, литературӑри сӑнарсем пурнӑҫри евӗрех пулнине те палӑртрӗҫ. Вырӑс халӑхӗн хӗрарӑм сӑнарӗ пур халӑхшӑн та ҫывӑх пулни ачасене кӑмӑла кайрӗ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.