ҪӖНӖ ҪУЛ УМӖНХИ ПӖТӖМЛЕТӲ УРОКӖ

ҪӖНӖ ҪУЛ УМӖНХИ ПӖТӖМЛЕТӲ УРОКӖ


Хӑйне евӗрлӗ уяв урокӗ теме те пулать тӑваттӑмӗшсен иккӗмӗш чӗрӗкри чӑваш чӗлхин юлашки урокне. Ачасем малтанах тӑхтавра уяв тумӗпе чӑвашла сӑвӑсем каласа хавахаланчӗҫ, урокра вара тӗрлӗ ӗҫ тума ӗлкӗрчӗҫ. Пӗтӗмлетӳ урокӗ пулнӑ май, вӗренекенсем пӗр-пӗрин ӗҫӗсене те хакларӗҫ, словарьсемпе те ӗҫлерӗҫ, мӗн вӗреннине те аса илчӗҫ, вырӑсларан чӑвашла, чӑвашларан вырӑсла куҫарчӗҫ. Урок вӗҫӗнче вӑйӑ ирттерсе парнеллӗ те пулчӗҫ, 2025 ҫулта тата ытларах тӑрӑшма сӑмах пачӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.