Ҫапла сумлӑ фестивале те хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ пирӗн шкул ачисем. Пӗтӗм Тӗнчери "Мухтатӑп сана, пӗрлӗхре вӑйлӑ Раҫҫейӗм!" иккӗмӗш фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, асӑннӑ фестивале пирӗн ҫӗршыври 10 регионтан хутшӑннӑ, тӑван ҫӗршыва мухтаса 8 чӗлхеллӗ хайлав янӑранӑ. "Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей хӑвачӗ!" номинацие конкурсантсенчен 81 проценчӗ сӑвӑсем илемлӗ вулас пултарулӑхне тӗрӗсленӗ. Пирӗн шкулти 9 класра вӗренекен Диана Васильева ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗме пултарчӗ. Вӑл чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ тӑван Чӑваш ене халалласа ҫырнӑ сӑввине пысӑк ӑсталӑхпа вуласа сумлӑ жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ. Диана каланӑ тӑрӑх, пысӑк ӳсӗм тума мӗн пӗчӗкрен тӑван литература предметне юратса вӗренни, чӑвашла таса та илемлӗ калаҫма пӗлни те пулӑшнӑ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.