ЧӐВАШСЕМШӖН КӐНА МАР

Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши сӑмахӗсем паян уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ янӑраҫҫӗ. Вӑл чӑвашсене кӑна мар, ҫӗрӗм-шывӑмӑрти мӗн пур ҫамрӑкӗсене чӗнсе каланӑн туйӑнать. Унӑн "Хурҫӑ шанчӑк" сӑввин сыпӑкне Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекен таджик хӗрачи Марзия Сандалова поэт 125 ҫул тултарнӑ тӗле питӗ ӗненмелле, хӗруллӗн вуласа пачӗ. Марзия #Ҫеҫпӗлвулавӗсем акцие хутшӑнса хӑй те чӑваш поэчӗ пекех хастар пулма шантарчӗ.

https://vk.com/video-101490572_456239938
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.
#Ҫеҫпӗлвулавӗсем
#ҪеҫпӗлМишши125ҫулта
#ЭпирҪеҫпӗлевулатпӑр