ҪЕҪПӖЛ МИШШИ ЮБИЛЕЙӖ ТӖЛНЕ
Кӗҫех чи сумлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши 125 ҫул тултарать. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класс ачисем тӑван литература урокне кӑварлӑ поэтӑмӑра халалларӗҫ. Урок тӑршшӗпех мухтавлӑ поэт пултарулӑхне, кун-ҫулне тишкерчӗҫ, пӗтӗмлетӳсем турӗҫ. Вӗренекенсем ха́йсен шухӑшӗсене палӑртма та манмарӗҫ.
Кам вӑл Ҫеҫпӗл Мишши? Чӑваш чӗлхи вӑл тӑрӑшнипе мӗнлерех янӑрать? Ҫакӑн йышши ыйтусен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, шырава вӑйӑ евӗрлӗ ирттерчӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн кӗске, анчах халӑхшӑн пысӑк ӗҫсем туса хӑварма пултарнӑ пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлсен чӑннипех тӗлӗнчӗҫ.
"Эпӗ поэт вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑм-ши?"— текен ыйту пушшех шухӑша ячӗ ачасене.
Улттӑмӗш класра пӗлӳ пухакансем чӑваш поэзийӗн классикӗн пурнӑҫне сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллашрӗҫ, урок вӗҫӗнче, поэтӑн сӑввисене вуланӑ хыҫҫӑн, хӑйсем те сӑвӑсем ҫырса пӑхрӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.