КАНУ КУНӖ— ӖҪЛӖ КУН

КАНУ КУНӖ— ӖҪЛӖ КУН

🎭Театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашас тӗллевпе Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи театр кружокне ҫӳрекенсем кану кунӗсенче те вӑхӑта ахаль ирттермеҫҫӗ. Пултарулӑха туптас, сцена ӑсталӑхне тӗплӗнрех, тарӑнрах тишкерес тесе ачасем Шупашкарти Пукане театрне те ҫитсе курчӗҫ. "Хӗрлӗ калпак" юмаха кам пӗлмест пулӗ? Ку юмаха пуканесем еплерех вылянине курма пушшех кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӗренекенсем артистсен ӑсталӑхӗпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ, вӑхӑта хавас та усӑллӑ ирттерчӗҫ.

👧🧒Вырсарни кун вара кружока ҫӳрекенсем Никифорова Н.С. ертсе пынипе Чӑрӑшкасси Культура ҫуртӗнче Александр Кӑлкан ҫырнӑ "Хӑравҫӑ мулкач" юптарӑвне тепӗр хут репетици турӗҫ. Кунта куракансем ашшӗ-амӑшӗ пулни хавхалантарчӗ, ҫав хушӑрах яваплӑха та ӳстерчӗ. Ҫамрӑк талантсем ҫав тери тӑрӑшнине палӑртмасӑр хӑварма май ҫук.

💥Тӑрӑшуллӑ артистсен выляс кӑмӑлӗ, хавхаланӑвӗ ертӳҫӗсене те, ашшӗ-амӑшне те савӑнтарать, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.
#ШкольныйТеатр