Тӑван ен историне, кун-ҫулне тарӑнрах пӗлес, хамӑр тӑрӑха пур енлӗн тӗпчесе тишкерес тӗллевпе, пултаруллӑ та ӑста, сумлӑ ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗрсемпе ҫывӑхрах паллашас шухӑшпа шкулта "Ман тӑван ен" кружок ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасем Пучкарева Т.Г. ертсе пыракан краеведени музейӗпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ. Вӗренекенсене совет самани вӑхӑтӗнчи ӗлӗкхи япаласемпе паллашма кӑсӑклӑ пулчӗ, ачасем ҫавӑн пекех паттӑр Леонид Валерьевич Пучкова, пӗрремӗш директор пулнӑ Алангов Владимир Григорьевича халалланӑ кӗтессемпе стендсене те тимлӗ тишкерчӗҫ.
Кружок ертӳҫи Николаева А.М.