ҪЫРӐР, ВУЛӐР ЧӐВАШЛА!

Ҫапла девизпа пуҫларӗҫ паян 5-мӗшсем тӑван литературӑн пӗрремӗш урокне. Чӑваш республикинче пурӑнакансен мӗншӗн вырӑнти чӗлхене пӗлмелле? Вӑл мӗн тума кирлӗ? Ҫак ыйтусен хуравне вӗрентекенпе пӗрле шырарӗҫ, кашни хӑй шухӑшне палӑртрӗ. Кирек епле халӑхӑн та, пирӗн республикӑра пурӑнать пулсан, чӑвашла вӗренни вырӑнлӑ, вӑл пӗртте ытлашши пулмӗ тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ Лидия Чудовская тата Марзия Сандалова. Халӑхсен туслӑхӗ пӗр-пӗрин чӗлхине, йӑли-йӗркине хисепленинче те курӑнать, ҫак шухӑшпа ачасем хаваспах килӗшрӗҫ. "Икӗ чӗлхе— икӗ ӑс, виҫӗ чӗлхе — виҫӗ ӑс", — тесе Иван Яковлев ахаль каламан паллах. Пиллӗкмӗшсем чӑвашла сӑвӑсем вулама кӑмӑлланине те пӑлӑртрӗҫ, хаваспах вуласа пачӗҫ. ( Самах май, ачасем вуланӑ сӑвӑ — урок умӗнхи салам сӑвви.😉)

https://vk.com/video-101490572_456239918
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.