ҪЕҪПӖЛЕ АСРА ТЫТАТПӐР

ҪЕҪПӖЛЕ АСРА ТЫТАТПӐР




Асӑмрах юратнӑ Ҫеҫпӗл!
Сӑввусем сан асӑмрах.
Манас ҫук! Ҫавна ҫеҫ эс пӗл!
Сан яту яланлӑхах.
Хурҫӑ шанчӑклӑн, хӑюллӑн
Пӑхрӑн Эсӗ Малалла.
Ӗмӗр-ӗмӗр эсӗ юлӑн
Калаҫсассӑн чӑвашла.
Чӑваша чӑвашлӑх кирлӗ,
Ӳсчӗр ҫамрӑк Ҫеҫпӗлсем!
Чӑн сӑмахӑм пултӑр вирлӗ!
Эс илтетӗн-и? Илтсем.
Чӑвашлах янрать-ха юрӑ!
Канашран Мускав таран!
Апла пур эс! Ӗмӗр пурӑн!
Вилӗмсӗр эс халӑхра!

Çак сӑвӑпа Шемшер ялӗнче иртнӗ уявра Ҫеҫпӗле аса илсе чыслама май пулчӗ иртнӗ кунсенче. Мӗншӗн шӑпах Шемшер ялӗнче -ха? Кунта ҫур ӗмӗр каялла "Ҫеҫпӗл" кино ӳкернӗ иккен! Асӑннӑ кинора массӑллӑ сценӑсенче вылянӑ ачасем паян аслӑ ӑру ҫыннисем паллах. Вӗсем хаваспах хайсен тӑван ялӗнчи асран кайми саманчӗсене каласа пачӗҫ. Уяв пур енлӗн чаплӑ иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсене, вырӑнти маттур та пултаруллӑ ентешсене Ҫеҫпӗл Мишши 125 ҫул тултарас тӗле республика шайӗнче ирттернӗ мероприятишӗн тав сӑмахӗ калатпӑр.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.