ШКУЛ ПАХХЧИНЧИ ХӖРӲ ТАПХӐР

ШКУЛ ПАХХЧИНЧИ ХӖРӲ ТАПХӐР
Ҫу кунӗсенче шкул коридорӗсем ачасемсӗр шӑппӑн тунсӑхлани йӗркеллӗ пулӑм. Ҫитес вӗренӳ ҫулне кунта тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ, сӑрӑ шӑршиллӗ, юсав ӗҫӗсемлӗ класс пӳлӗмӗсем ҫу кунӗсем иртессе кӗтеҫҫӗ.
Ҫак хушӑра вара шкул территоринче пӗр кун та ача-пӑча сасиссӗр мар. Кунта хӑнӑхнӑ йӑлапа вӗренекенсем класс ертӳҫисемпе пӗрле практика кунӗсене ӗҫлесе татаҫҫӗ. 5-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 5 ача планпа килӗшӳллӗ 5 куна пӗр чӑрмавсӑр, пӗр сиктермесӗр туслӑн ӗҫлесе татрӗҫ. Пахча ҫимӗҫ, чечек йӑранӗсене ҫум курӑкран тасатса тирпейлерӗҫ, йӑрансене кӑпкалатса ҫӗнӗ вӑй кӗртме пулӑшрӗҫ, тӑван класа ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫуса тасатса хӑтлӑлатрӗҫ. Таврари ҫӳп-ҫапран тасатасси те ачасемшӗн тӗп тивӗҫ пулчӗ. Маттур ачасен ӗҫлӗ пилӗк кунӗ тухӑҫлӑ иртнишӗн класс ертӳҫи кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ те кӑмӑллӑ.

Класс ертӳҫи Николаева А.М.