КИЛЕС ҪУЛЧЧЕН СЫВӐ ПУЛ, ЮРАТНӐ ЛАГЕРЬ!

КИЛЕС ҪУЛЧЧЕН СЫВӐ ПУЛ, ЮРАТНӐ ЛАГЕРЬ!

Ҫапла каласа ӑшшӑн сыв пуллашрӗҫ паян Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи "Сывӑ Планета ачисем" лагере ҫӳрекенсем. 21 пӗр кун ҫав тери хӑвӑрт иртнин вӑрттӑнлӑхӗ пуриншӗн те паллӑ: экскурсисем, конкурссем, спорт вӑййисем, тӗрлӗ тематика кунӗсем... — каласа пӗтерме те ҫук. Кашни кун мӗнпе те пулин асра юлчӗ, ҫавӑнпа тунсӑхласа ларма пӗр вӑхӑт та пулман. Лагерӗн 21-мӗш кунӗ те яланхиллех тӗрлӗ ӗнлӗ пуян пулчӗ. Кирилл Алангова ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама илемлӗ те капмар панда килни Кирилшӑн кӑна мар, пуриншӗн те уяв пулчӗ. Пурте пӗрле юрласа, ташласа савӑнчӗҫ, ҫуралнӑ кун ячӗпе саламларӗҫ.

Унччен маларах ачасем шкул пахчинчи йӑрансене шӑварса кӑпкалатрӗҫ, ҫум курӑкӗнчен тасатрӗҫ, шкул тавра тирпей-илем кӳчӗҫ.
Лагерӗн юлашки кунне чӑнласах хавас кӑмӑлпа вӗҫлерӗҫ. Чи маттуррисем ятарлӑ парнесем, пылак кучченеҫсем илме тивӗҫ пулчӗҫ. Канакансем киле кайма васкамарӗҫ, "Хаваслӑ старт" вӑйӑра ушкӑнри туслӑха, кӑмӑл ҫирӗплӗхне тӗрӗслерӗҫ.
Лагерь кунӗсем ачасемшӗн кӑна мар, аслисемшӗн те питӗ хавас пулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

А.М. Николаева, Л.Г. Савельева воспитательсем.