Пирӗн тӑрӑхра курмалли, пӗлмелли нумай, ҫавӑнпа ҫула май Тойтерек ялӗнче Иван Мучи сатирик патӗнче хӑнара пултӑмӑр. "Капкӑнҫӑ" ку ялта ҫуралса ӳсни кӗҫӗннисемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ, аслисем ун пирки каласа пачӗҫ, мухтавлӑ ҫыравҫӑн палӑкӗ тавра тирпей-илем кӳчӗҫ. Ку ӗҫре Фоминсен ҫемйине уйрӑм тав сӑмахӗ калатпӑр.
Ҫуллахи ҫанталӑк мыскари тем тӗрлӗ: хӗвел те хӗртет, шалкӑм ҫумӑр та ҫӑвать. Ҫапах та ачасем кӑмпа-ҫырла, чечек пуххи пуҫтарса савӑнма ӗлкӗрчӗҫ, Иван Иванович палӑкне тирпейлеме те пултарчӗҫ. Каярах шкулта унӑн пултарулӑхне тӗплӗнрех тишкерчӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑ выляма та вӑхӑт тупрӗҫ.
🦋Эсир паян лӗпӗш кунӗ пулнине пӗлетӗр-и? Элла Григорович кӑна аван пӗлет, вӑл тем тӗрлӗ лӗпӗш те хӑваларӗ, миҫе лӗпӗшпе ҫывӑхрах паллашнине, Иван Мучи ялӗнчи вӑрттӑн мыскарасем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме пирӗн шкулти "Сывӑ ачасен Планети" лагере пурсӑра та кӑмӑлтан йыхравлатпӑр!✨
А.М. Николаева, Л.Г.Савельева воспитательсем.