ЛАГЕРЬТИ АЧАСЕМ— ЛАКӖРТЕ

ЛАГЕРЬТИ АЧАСЕМ— ЛАКӖРТЕ

Раҫҫей кунӗн уявӗ Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ҫуллахи лагерьте канакан ачасемшӗн пур енлӗн те тулли пулчӗ. Ӗнерхи чаплӑ уява вӗсем паян туллин паллӑ турӗҫ. Маттур ачасем тӑван Раҫҫей ҫӗршывне халалласа илемлӗ сӑвӑсем вуларӗҫ, юрӑсем юрласа савӑнчӗҫ. Лёня Пучков вара пуринчен те маттур пулнине палӑртма кӑмӑллӑ пулчӗ.

Тӑван шкул пахчинчи йӑрансене, чечексене шӑварса тирпейленӗ хыҫҫӑн ачасем лагерь планӗпе килӗшӳллӗн "Ҫуллахи вӑхӑтри ман юратнӑ ӗҫ-пуҫ" темӑпа ӳкерчӗксем турӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫӗсене хакларӗҫ.
Паянхи чи асра юлнӑ самант— хамӑр тӑрӑхри Лакӗр ялӗнчи Б.И. Фёдоров хӑйӗн ҫуралнӑ килӗнче йӗркеленӗ музея ҫитсе курни. Кунта ачасем чӑннипех чӑн чӑваш тӗнчине путрӗҫ. Пирӗн ватӑ асатте-асанне ӗмӗрне сӑнлакан экспонатсене ачасем куҫпа курса ҫеҫ мар, алӑпа та тытса пӑхрӗҫ, пур енлӗн пахаларӗҫ. Мӗн вӑл сӑпка, арча, краҫҫын лампи, ҫӑпата... тата ытти ӗлӗкхи япаласене куҫпа курса та, алӑпа тытса пӑхса та ӗненчӗҫ. Аваллӑх тӗнчине упракан пултаруллӑ тавра пӗлӳҫӗ пирӗн шкул ачисене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнишӗн, паянхи куна чӑн-чӑн уяв саманчӗсемпе пуянлатнишӗн чӗререн тав тӑватпӑр.
А.М.Николаева, Л.Г. Савельева воспитательсем.