Шкул ҫумӗнчи ҫуллахи лагерь хаваслӑ пулӑмсемпе иртнине палӑртма кӑмӑллӑ. Канакансем яланхиллех ирхи линейка хыҫҫӑн зарядкӑна тухрӗҫ, тӗрлӗ хускану тусан столовӑйне кайса апатланчӗҫ, ун хыҫҫӑн кӳршӗллӗ Янӑш шкулне бассейна кайса сывлӑхӗсене ҫирӗплетрӗҫ.
"Сывлӑхлӑ ачасен планети" лагерьте канакансем тем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ туса ирттерчӗҫ: чечексене, пахча ҫимӗҫ йӑранӗсене ҫум курӑкран тасатса кӑпкалатрӗҫ, шӑварчӗҫ. Кӑнта́рлахи апат хыҫҫӑн спорт площадкинче хаваслӑ вӑйӑсем выляса савӑнчӗҫ, тӗрлӗ тупӑшу ирттерчӗҫ. Киле каяс умӗн лагерь ертӳҫи Никифорова Н.С. паянхи кун пӗтӗмлетӗвне ирттерчӗ, 1-мӗш тата 2-мӗш отрядри маттур ачасене уйрӑмӑн палӑртрӗ, ҫитес кунсенчи ӗҫ планӗсемпе паллаштарчӗ.
Лагерӗн иккӗмӗш кунӗ тухӑҫлӑ та тулли иртнишӗн канакансем те, воспитательсем питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ.
Николаева А.М., Савельева Л.Г воспитательсем.
#НавигаторыДетства #НавигаторыДетства21