ШУРӐ ШУПАШКАРТИ ПӖР КУН

ШУРӐ ШУПАШКАРТИ ПӖР КУН

Тӗлӗнмелли, курса савӑнмалли нумай кӑтартрӗ паян пире чунтан юратнӑ #555ҪулТултараканШупашкар.

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗренекенӗсем черетлӗ экскурсире пулчӗҫ, музейсемпе паллашрӗҫ, тӗп хуламӑрӑн тӗрлӗ вырӑнӗсене ҫитсе курчӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ тӗле республикӑра, тӑван тӑрӑхра, шкулсенче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. Ҫак паллӑ уява халалласа Ҫеҫпӗлӗн кун-ҫулне, пултарулӑхне пур енлӗн ҫутатса паракан музея ҫитсе куртӑмӑр. Музей ертӳҫи Андреева А.В. шкул ачисене ҫав тери ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ кӑсӑклӑ, ӑнланмалла, витӗмлӗ каласа пачӗ. Пур ӳсӗмри ача та кӑмӑллӑ юлчӗ музейра пулнӑ хыҫҫӑн.
Шупашкарӑмӑр музейсем тӗлӗшӗнчен пуян. Наци музейӗнче ҫут ҫанталӑкпа уйрӑмах тӗплӗн паллашни ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тавралӑха ытларах юратма, ӑна упрама хӑнӑхтарать. Асӑннӑ музейра шкул ачисем хамӑр тӑрӑхри кайӑк-кӗшӗкпе, тӗрлӗ чӗр чунсемпе паллашрӗҫ.
Паянхи ҫул ҫӳрев кашни вӗренекенӗн кӑмӑлне ҫӗклерӗ, вӗсен тавра курӑмне анлалатрӗ.

#Шупашкар555ҫул
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп
#ҪеҫпӗлМишши125Ҫул
Чувашский национальный музей
@muzeumsespel

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.