1944 ҪУЛТИ СЕВАСТОПОЛЬТЕ ПУЛТӐМӐР

1944 ҪУЛТИ СЕВАСТОПОЛЬТЕ ПУЛТӐМӐР

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине кунсеренех тӗрлӗ экскурсире пулса уявлаҫҫӗ. Паян вӗсем Ишлей салинчи канупа вӑйӑ лаптӑкӗнче пулса савӑнчӗҫ, каярах салари кинозалра " Битва за Севастополь" ятлӑ документлӑ фильма пӑхса сӳтсе яврӗҫ. 1944 ҫулта нимӗҫ фашисчӗсенчен Севастополь хулине мӗнлерех хӑтарнине чӗррӗн кӑтартакан фильма Юрий Левитан каласа пани пурин чунне те хускатрӗ. Хура-шурӑ фильм лентинчи вӑрҫӑ саманчӗсем паянхи ҫамрӑк ӑрӑвӑн мӑн аслашшӗсемпе кукашшӗсен паттӑрлӑхне тепӗр хут курса ӗненме май пачӗ. Асӑннӑ кинона куракан кашни ача тӑван ҫӗршыва яланах хӳтӗлеме хатӗр пулса ӳсмеллине , ҫӗршывӑмӑрӑн паянхи паттӑрӗсене хисеп тумаллине ӑнланчӗ.


Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.