ВӖРЕНӲ ҪУЛӖ ВӖҪӖНЧИ ПӖТӖМЛЕТӲСЕМ

ВӖРЕНӲ ҪУЛӖ ВӖҪӖНЧИ ПӖТӖМЛЕТӲСЕМ

2023-2024 вӗренӳ ҫулне вӗҫленӗ май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи вӗренекенсем Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗнчи республика конкурсӗсен малтанхи тапхӑрӗнче палӑрнӑшӑн ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Дипломсемпе чысларӗҫ. Вӗсен йышӗнче "Упрар тӑван чӗлхемӗре" конкурсра тӗрлӗ номинацире 6 класри Иван Александров, 7 класри Давид Тихонов. Ҫавӑн пекех 5 класри Арина Павлова та тӑрӑшулӑхӗпе палӑрчӗ, маларах вӑл муниципалитет шайӗнче "Шанӑҫ телефонӗ" конкурсра эссе ҫырса призер пулма пултарнине палӑртма кӑмӑллӑ.


Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.