ЧӐВАШЛӐХ ЭРНИНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР

ЧӐВАШЛӐХ ЭРНИНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР

Кашни кун ҫӗнӗ пулӑмпа, ҫӗнӗ туйӑмпа иртрӗ чӑваш чӗлхи эрни. Вӗренекенсем хастар пулни #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп акцие хутшӑнни те ҫирӗплетет. Шкулта пӗр ача та чӑвашлӑх эрнине хутшӑнмасӑр юлмарӗ.

Кӗҫӗн класра вӗренекенсем, вӗсемпе пӗрлех 6 класри Ваня Александров та чӑвашла сӑвӑсем вулама хавас пулнине палӑртрӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ирттерекен вӗренӳ вӗҫӗнчи линейкӑра чи маттур ачасене шкул директорӗ Матьянов А.В. Хисеп хучӗсемпе чысларӗ, пурне те тав турӗ. Кадет класӗнчи тӑрӑшуллӑ шкул ачисем тепӗр вӗренӳ кунӗччен РФ, ЧР ялавӗсене антарчӗҫ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ҫурхи кану кунӗсене усӑллӑ ирттерме палӑртса хӑварчӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.