ЧӐВАШ ЧӖЛХИ ЭРНИН ИККӖМЕШ КУНӖ

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ ЭРНИН ИККӖМЕШ КУНӖ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх иртекен чӑваш чӗлхипе литература эрнин иккӗмӗш кунӗнче тӑван чӗлхе ҫинчен пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ турӑмӑр. Ачасем умӗнче ҫакӑн пек ыйтусем тухса тӑчӗҫ: чӑвашла калаҫасси мӗншӗн чакса пырать? Пирӗн асатте-асаннесем, атте-аннесем чӑвашла калаҫнӑ пулсан эпир мӗншӗн сахал калаҫатпӑр? 5 класа 5 ача вӗренет пулсан 4 ачан ашшӗ-амӑшӗ, кукамӑшӗ-асламӑшӗ пӗр-пӗрин хушшинче чӑвашлах калаҫаҫҫӗ. ( Пӗр ача таджик ҫемйинчен, ҫапах вӑл та пирӗнпе тӑрӑшсах чӑвашла вӗреннине палӑртма кӑмӑллӑ.) Апла пирӗн мӗншӗн тӑван чӗлхепе калаҫмалла мар? "Чӑваш чӗлхи: ӗнер, паян, ыран" тӗпчев усӑллӑ иртрӗ. Ачасем паян чӑвашла калаҫсан пуласлӑхра та чӑваш чӗлхи упранса юлассине каларӗҫ.

Чӑваш халӑхӗ ӗҫре ӳркенмен, ӑста та пултаруллӑ пулнине те аса илтӗмӗр. Ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене вуласа патӑмӑр.
Ентешӗмӗр Иван Мучи ҫинчен тунӑ фотохаҫатпа паллашрӑмӑр.
Иван Яковлев халалне асра тытса, халӑх чӗлхине пӗтерес мар тесе чӑвашлах калаҫма килӗшрӗҫ пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем.
Саккӑрмӗшсем те чӑваш чӗлхи эрнине хастар хутшӑнса чӑвашлӑха юратнине ҫирӗплетрӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни
#ЭпӗТаванЧӗлхенеЮрататӑп
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп