"ЮТ ПЛАНЕТӐРИ ЧӐВАШПА" ТӖЛ ПУЛТӐМӐР

"ЮТ ПЛАНЕТӐРИ ЧӐВАШПА" ТӖЛ ПУЛТӐМӐР

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ Космонавтика кунӗ пуриншӗн те пысӑк уяв. 1961 ҫулта Юрий Гагарин уҫлӑха парӑнтарнӑ хыҫҫӑн пирӗн Андриян Николаев та тӗнчипе паллӑ космонавтсен йышне кӗнишӗн мӑнаҫланатпӑр эпир, ҫавӑнпа пирӗншӗн, чӑваш ачисемшӗн, ку чи пысӑк уявсенчен пӗри. "Марс ҫинче пурнӑҫ пур-ши е ҫук-ши?" Ҫак ыйту этемлӗхе тахҫанах кӑсӑклантарать. Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисене те канӑҫ памарӗ ҫакӑ. Анчах уяв кунӗ умӗн уроксем пӗтсенех вӗсем патне "ют планетӑри чӑваш ҫынни" килсе кӗрсен чылай ыйту ҫине хурав тупрӗҫ ачасем. 😉 Ют планета хӑни пиллӗкмӗшсене ҫӑлтӑрсем, планетӑсем, вӗҫекен турилккесем ҫинчен каласа пачӗ. Хӑш ӑнлав наука енчен чӑн, хӑшӗ юмах шайӗнче ҫеҫ пулнине каларӗ. Пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те парӑмра юлмарӗҫ: ӑна ӳкерчӗксен куравӗпе, хайсен аллипе тунӑ космос карапӗсемпе паллаштарчӗҫ, сӑвӑсем вуласа пачӗҫ. "Хӑна" питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.

Эсир вара ют планета ҫыннисемпе, вӗҫекен турилккесемпе тӗл пулнӑ-и?😉 🛸🚀
5 класс ертӳҫи Николаева А.М.

#ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп
#КосмонавтикаКунӗ
#Образование21