ХАМӐР ҪИНЧЕН "ТАНТӐША" ҪЫРАТПӐР✍✍✍

ХАМӐР ҪИНЧЕН "ТАНТӐША" ҪЫРАТПӐР✍✍✍

Республикӑра тата унӑн тулашӗнче Тантăш-Тетте хаҫата юратсах вулаҫҫӗ, хаваспах ҫырӑнса илеҫҫӗ. Хаҫатра ачасемпе аслисем валли вуласа пӗлмелли нумай. Хаҫатӑн 10, 11, 12, 13-мӗш номерӗсенче пирӗн шкул ачисен, вӗрентекенсемпе шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен воспитательсем хыпарланине вуласа пӗлме пулать. "Тантӑшра" чи пӗчӗккисем кайӑксен кунне еплерех уявлани, аннесемпе асанне-кукамайсене ҫурхи уявпа хаваспах саламлани, хӗле тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа ӑсатни ҫинчен Н.В. Федорова тата Т.И. Бардасова ҫырнинчен пӗлме пулать. Вӑтам классенчи Алина Толстова тата Диана Васильева та питӗ хастар. Вӗсем спортри ҫитӗнӳсем пирки тата ӑста блогер пулас тесен кампа, хӑҫан тата ӑҫта тӗл пулмалли пирки аван ҫырса панӑ.


Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.