ВӐРМАН КУНӖ УМӖН

ВӐРМАН КУНӖ УМӖН


Илӗртет пире вӑрман,
Чӗр чунсем унта нумай.
Тилӗ, кашкӑрпа упа,
Куян тус та пур тата!
Пушӑн 21-мӗшӗнче халӑхсем хушшинче Вӑрман кунне уявлама палӑртнӑ. Вӑрман — чӑн-чӑн пуянлӑх, ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗ, пурлӑхӗ. Ҫак кун тӗлне Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекенсем кӗҫӗн класра ӑс пухакансене чӑвашсен чи хисеплӗ йывӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Ачасем юман ҫинчен нумай каласа пачӗҫ. Юман усӑллӑ та пархатарлӑ йывӑҫ пулнине ӗнентерчӗҫ. "Чӑваш чунӗ юман хӑвӑлӗнче", "Пирӗн атте — ват юман" каларӑшсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ . Кӑҫалхи ҫул Чӑваш республикинче Олег Николаев указӗпе килӗшӳллӗн ҫут ҫанталӑка татах та ытларах тимлӗх уйӑрасси пирки те калама манмарӗҫ. Вӑрмана упрасси, йывӑҫсем лартасси кашнин тивӗҫӗ пулнине те асӑнчӗҫ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ йывӑҫпа, чӗр чунпа паллашрӗҫ. Шкул ачисем вӑрмана кайсан мӗнле йӗркене пӑхӑнмаллине аса илчӗҫ: кӑвайт чӗртме юрамасть, ҫутӑ тӗслӗ ҫи-пуҫпа каймалла, ҫӳп-ҫап пӑрахса хӑвармалла мар, компас илмелле, йывӑҫ-курӑка, кайӑк-кӗшӗксемпе чӗр чунсене сиен кӳмелле мар.
Вӑрман кунӗ тӗлне хатӗрленнӗ мероприятире ачасем чӗр чунсен, кайӑксен, йывӑҫсен ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла каласа словарь ӗҫӗ те турӗҫ.

5 класс ертӳҫи Николаева А.М.

#ЭкологиКультуринТатаҪутҫанталӑкпаПерекетлӗУсӑкурнинҪулталӑкӗ
#НавигаторыДетства #НавигаторыДетства21 #Минпросвещения #годэкологии #эпӗчӑвӑшлакалаҫатӑп #деньлеса