ҪӐВАРНИ ЭРНИНЕ ӐСАТРӐМӐР

ҪӐВАРНИ ЭРНИНЕ ӐСАТРӐМӐР

Ҫӑварни ҫуни ялтӑркка,

Пирӗн хӗрсем яштака!
Каччийӗсем кӑйкӑр пек,
Икерчисем хӗвел пек!
Сивӗ хӗле ӑсатса сар хӗр пек илемлӗ ҫуркуннене кӗтсе илтӗмӗр. Ҫӑварни эрнине анлӑн паллӑ турӗҫ Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасемпе вӗрентекенсем. Чӑваш халӑх йӑлине пӑхӑнса эрнипех савӑнчӗҫ, тутлӑ икерчӗсемпе сӑйланчӗҫ. Кӗҫӗн Ҫӑварни кунӗнче пӗр-пӗрне кӳренӳсемшӗн каҫармалла, хамӑрӑн та каҫару ыйтмалла.
Ҫӑварни ҫуни яка пултӑр, тепӗр ҫулталӑкран тӗл пулӑпӑр, ҫуллӑ икерчине пӗҫерӗпӗр!
https://vk.com/video-101490572_456239877
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.