КАМӐН ПОЧЕРКӖ ХИТРЕРЕХ?

КАМӐН ПОЧЕРКӖ ХИТРЕРЕХ?

Эсир почерк тӑрӑх ҫыннӑн характерне пӗлме май килнине илтнӗ-и? Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 тата 7 класс ачисем паян ҫавӑн ҫинчен те пӗлчӗҫ. Ытла шултӑра почеркпа ҫыраканнӑн юлташӗсем нумай иккен, вӗсем калаҫма та юратаҫҫӗ, вӗтӗ ҫыракан ҫынпа питех хутшӑнма кӑмӑлламасть, сас паллисене ҫавра ҫыракан ырӑ кӑмӑллӑ, яланах пулӑшма хатӗр, питӗ хытӑ пусса ҫыракан вара ҫирӗп кӑмӑллӑ, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитеретех. Пирӗн ачасем мӗнлерех ҫыраҫҫӗ-ши? Юлашки ҫулсенче начартарах ҫырма пуҫлани никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗнӗ технологисен саманинче хитре ҫырма манас хӑрушлӑх пур, ҫавна май эпир камӑн почеркӗ хитререх пулнине конкурс тусах пӗлес терӗмӗр. Вӗренекенсем тӳрех икӗ мулкач тытрӗҫ: пӗрре илемлӗ ҫырма тӑрӑшрӗҫ, тепре чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисемпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ. Ачасем Марина Карягина, Юхма Мишши, Василий Алентей, Трубина Мархви, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн кӗнекисенчен хӑйсене килӗшнӗ сыпӑксене ҫырса илчӗҫ, мӗн ҫырнине кӗскен каласа пачӗҫ, пӗр-пӗрин почеркӗсене хакларӗҫ.

Сире вара ытларах камӑн почеркӗ килӗшрӗ?
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.