ҪУРХИ УЯВ ЯЧӖПЕ САЛАМЛАТПӐР!💐

ҪУРХИ УЯВ ЯЧӖПЕ САЛАМЛАТПӐР!💐

Ҫурхи уяв— ҫурхи тӗнче!

Телей шевлийӗ сӑнсенче.
Салам сире ачасенчен,
Юратӑвӗ — куҫӗсенче.
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне хатӗрленӗ уяв программи ҫав тери пуян пулчӗ Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Андреев Н.А. вӗрентекен уяв тӗлне кашни класа илемлӗ юрӑсем юрлама вӗрентнӗ. Шкулти пур класс та сцена ҫинчен вӗрентекен хӗрарӑм учительсене, техперсоналпа поварсене, хӗрачасене саламласа илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, салам сӑмахӗ ӑсатрӗ. Кашни класс сцена ҫинче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗ. 5 класс вӗренекенӗсене уйрӑмах палӑртса хӑварас килет: вӗсем хайсен пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартса пачӗҫ, шӳтлӗ сценка кӑтартса пачӗҫ, ушкӑнпа сӑвӑ вуларӗҫ, пӗчӗк парнесемпе савӑнтарчӗҫ.
Уява 8 класри Максим Степанов ертсе пычӗ.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ВеснаВДвижении #ВамЛюбимые
#НавигаторыДетства #НавигаторыДетства21 #Росдетцентр #Разговорыоважном #Минпросвещения #ГодСемьиНД #НавигаторыДетстваЧувашия #НавигаторыМарта