ЧӖЛХЕСЕН ЧӐН-ЧӐН УЯВӖ

ЧӖЛХЕСЕН ЧӐН-ЧӐН УЯВӖ

Ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм чӗлхе кунне уявласси йӑлана кӗнӗ Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ачасемшӗн Иван Яковлев ҫинчен ӳкернӗ "Дорога к солнцу"фильм фрагменчӗсем питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ. Шкулта тӗрлӗ халӑх ачисем пӗлӳ илеҫҫӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех вырӑссем, таджиксем тата узбексем вӗренеҫҫӗ. 8 класри Максим Степанов, тӗслӗхрен, ашшӗн узбек чӗлхине тӗпчерӗ. Кашни халӑхӑн чӗлхи ашшӗ-амӑшӗ пек ҫывӑх та илемлӗ пулнине палӑртрӗҫ вӗренекенсем. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ чӗлхеллӗ словарь туса пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗсем ирттерчӗҫ. Вӗренекенсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ кӗнеке куравӗ йӗркелерӗҫ: кунта мари, удмурт, нимӗҫ чӗлхисемпе ҫырнӑ кӗнекесене тытса пӑхма, ҫывӑхрах паллашма май пулчӗ. Авар чӗлхипе ҫырнӑ сӑвва та вуласа пӑхрӗҫ. Юлашкинчен ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ: тӗнчере тӗрлӗ чӗлхе, анчах кашни хӑй халӑхӗшӗн чи ҫывӑххи, чи юратни. Чӑваш ачисемшӗн тӑван чӗлхе паян уйрӑмах илемлӗ те уҫҫӑн янӑранине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ЭпӗТӑванЧӗлхепеКалаҫатӑп