Квест-викторина

Квест-викторина

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе эрнин иккĕмĕш кунĕнче Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче кĕçĕн класра вĕренекенсен хушшинче квест-викторина иртрĕ. Кӗҫӗн класра вӗрентекен Савельева Л.Г. малтанах ачасене тăван чĕлхе ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Каярах ачасем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Ыйтусем тӗрлӗ темӑпа пулчӗҫ: Чӑваш Республикин картти тӑрӑх ҫулҫӳреве кайни, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки, чӑваш Республикинчи ӳсен-тӑрансем, чӗр чунсем, чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ, чӑваш Республикинчи паллӑ ҫынсем. Викторинӑна хутшӑнса ачасем хӑйсен тавра курӑмне аталантарчӗҫ, ыйтусен тупсăмне шырарĕç. Хӗрӳ ӑмӑртура «Çăлтăр » ушкăнри ачасем мала тухрӗç, Пучков Л. , Моисеев Д. , Никифорова У. чи хастаррисен ятне илме тивĕç пулчĕç. Ачасем малалла та тăван чĕлхене юратма , унпа туслӑ пулма хавхаланнине пӗлтерчӗҫ кĕҫӗн класра вӗренекенсем.


Авторсем: Савельева Л.Г., Семенова Л.А.