"Тантӑшран" хыпарлатпӑр

"Тантӑшран" хыпарлатпӑр

✅Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче 3-мӗш номерлӗ "Тантӑш" хаҫата алла тытма ҫав тери кӑмӑллӑ. Унта пирӗн шкул ачисем ҫинчен, эпир ҫырнӑ заметкӑсемпе статьясем чылай, шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекенсем те хаҫатпа туслӑ, "Тантӑш" хаҫат урлӑ кулленхи ӗҫсем ҫинчен хыпарласах тӑраҫҫӗ. Бардасова Т.И. Федорова Н.В юр кӗлетке кунне еплерех уявалани ҫинчен ҫырса панӑ, Диана Васильева хӗл илемне сӑнласа кӑтартнӑ.

🎤Катя Павлова, Диана Васильева Алена Елизарова министрпа тӗл пулура интервью панӑ, ҫакӑ малашне те хаҫатпа туслӑ пулма хавхалантарнине пӗлтерчӗҫ вӗренекенсем.
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп

Аслӑ вожатӑй Никифорова Н.С.

#Минпросвещения #НавигаторыДетства #НавигаторыДетстваЧувашия #медиа #движениепервых #движениепервых21