1941 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗччен пынӑ Ленинград блокади паянхи кун та чуна ҫӳҫентерет 14 ҫулхи хӗрача дневник ҫырса пынӑ. 9 страница ҫырнӑ хӗрача, вӗсенчен 6 страницӑра ҫывӑх ҫыннисем вилнине ҫырса панӑ. 872 кун хушшинче Ленинград тамӑкри пек пулнӑ. Таня Савичева 1944 ҫулта эвакуацире чире пула пурнӑҫран уйрӑлать.
Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекенсем паттӑрсене хисеп туса сӑвӑ вуларӗҫ, ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн яланах кӗрешме хатӗр пулнине каларӗҫ.
https://vk.com/video-101490572_456239849
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.