ҪВЕТКЕ ЧУПРӐМӐР, ЯЛ-ЙЫША САВӐНТАРТӐМӐР

ҪВЕТКЕ ЧУПРӐМӐР, ЯЛ-ЙЫША САВӐНТАРТӐМӐР

Павӑл, Сантӑр, Кӗркури!

Ҫитрӗ, ҫитрӗ Сурхури!
Ҫӗветкене тухар-и?
Мыскарасем тӑвар-и?

Ӗлӗкхи йӑлана пӑрахмасӑр, ҫӗннине кӑлармасӑр ҫапла такмакласа Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗренекенӗсем Ҫветке чупрӗҫ. Каҫ сӗмӗ ҫапсан шкулти аслӑ вожатӑй, директор канашҫи Никифорова Н.С. ертсе пынипе ҫулсерен ирттерекен уява пухӑнчӗҫ. Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫветке ачисем ял урамӗсем тӑрӑх хавас юрӑ-кӗвӗпе, ташӑ-такмаксемпе, мыскарасемпе ҫӳрерӗҫ. Килсерен усал-тӗсел, чир-чӗр кайтӑр тесе, выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ пултӑр тесе ырӑ сунса пӑрҫа сапрӗҫ, сӑвӑсем каласа кил хуҫисене савӑнтарчӗҫ. Ҫветке ачисем Серебрякова Нина Мефодьевнӑпа унӑн мӑшӑрне Дмитрий Германовича ҫемье ҫавӑрнӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ ятпа та саламлама манмарӗҫ. Ӑш пиллӗ кил хуҫисем ҫамрӑк мыскараҫӑсене пылак кучченеҫсемпе сӑйларӗҫ, ӑшшӑн тав турӗҫ, пӗрле савӑнчӗҫ, юрласа ташларӗҫ.
Кӑшарниччен вӑхӑт пур-ха, ҫитес кунсенче чӑвашлӑха хисеплекен, йӑла-йӗркене манӑҫа хӑварман ачасем юмӑҫ пӑхас теҫҫӗ, сурӑх ури тытма хатӗрленеҫҫӗ, чӑхпа автансене тытса пуласлӑха тӗпчеме кӑмӑл тӑваҫҫӗ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫа ирттерме шкулти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М. хавхалантарса пырать, сӑвӑ-такмаксем ҫырса пулӑшать.

Аслӑ вожатӑй Никифорова Н.С.
#Минпросвещения #Росдетцентр #РДЦ #НавигаторыДетства #ГодСемьиНД #НавигаторыДетстваЧувашия #Советники21