Хаҫат-журнал вулани, унпа ҫыхӑну тытни тавра курӑма анлӑлатать, ҫакӑ ыттисем ҫинчен пӗлни кӑна мар, хамӑр ҫинчен каласа панипе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗн ачисем тахҫанах туслӑ. Республикӑра тухса тӑракан Тантăш-Тетте , хамӑр тӑрӑхри Таван Ен хаҫатсене питӗ кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Шкул вулавӑшӗнче вӗрентекенсемпе шкул ачисем тӗрлӗ изданисемпе куллен паллашма пултараҫҫӗ, библиотека ҫулсерен ҫырӑнсах тӑрать. Тӑван шкултан вӗренсе тухакансен йышӗнче паллӑ журналистсем те пур, эпир вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Паянхи уяв ячӗпе журналистсене, хаҫатра мӗн пур ӗҫлекене, вулакансене саламламасӑр тӑма пултарамарӗҫ шкулти ҫамрӑк медийщиксем.Раҫҫей Пичечӗн кунӗ ячӗпе саламламлатпӑр, пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватпӑр сире, калем ӑстисем!#эпӗтӑванчӗлхенеюрататӑпhttps://vk.com/video-101490572_456239843
#шупашкармуниципалитеттӑрӑхӗ
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.