ТӖРӖС АПАТЛАНАР!

ТӖРӖС АПАТЛАНАР!

Сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулас тесен мӗн тумалла-ши? Ҫакна Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класра вӗренекенсем аван пӗлеҫҫӗ. Вӗсем патӗнче шкулта нумай ҫул повар пулса ӗҫлекен Халапсина Т.В. "Тӗрӗс апатланмалла" темӑпа калаҫу ирттерчӗ. ШКУЛТИ АПАТЛАНУ эрни иртнӗ май Татьяна Владиславовна пахча ҫимӗҫ, тӗрлӗ улма-ҫырла мӗнле витаминсемпе пуяннине каласа пачӗ. Аш-какай, пулӑ , тӗрлӗ йышши пӑтӑ та ҫитӗнекен организмшӑн усӑллине палӑртрӗ. Ҫиме юрӑхсӑр, сиен кӳрекен ҫимӗҫсен ячӗсене ачасем хӑйсем те аван пӗлеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем асӑннӑ темӑпа курнӑ презентаци тата видеоролик курнипе ҫирӗплетрӗҫ.

Пиллӗкмӗшсемшӗн пӗрремӗш класран "кишӗр", " хӗрлӗ кӑшман", "сухан", "редис", "пӑрӑҫ" пахча ҫимӗҫсем килни уйрӑмах асра юлчӗ. Вӗсем аслӑ юлташӗсене хӑйсем еплерех усӑллӑ пулни пирки каласа пачӗҫ, ҫавна май хӑйсем те яланах тӗрӗс апатланмалли пирки ас туса юлчӗҫ.
#ЧебоксарскийМО#образование21
#МинистерствообразованияЧувашии
#неделяшкольногопитания

5 класс ертӳҫи Николаева А.М.