ҪӖР-ШЫВ ПАТТӐРӖСЕН КУНӖ

ҪӖР-ШЫВ ПАТТӐРӖСЕН КУНӖ


Шупашкар муниципалитет округӗн Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем раштавӑн 9-мӗшӗнче уявлама палӑртнӑ ҫӗр-шыв Паттӑрӗсен кунӗ тӗлне тӗплӗн хатӗрленчӗҫ. Вӗсем пуҫламӑш класс ачисем умӗнче "Паттӑрсене чыс та мухтав!" мероприяти ирттерчӗҫ. Ачасем уяв историйӗпе, хайсем тунӑ ӳкерчӗкӗсемпе паллаштарчӗҫ, мухтавлӑ паттӑрсем ҫинчен каласа пачӗҫ, офицерсен чыс кодексӗн сыпӑкӗсене вуларӗҫ. Ҫӗр-шывӑн пулас хӳтӗлевҫисем Тӑван ҫӗр, Раҫҫей чысне ялан хӳтӗлеме хатӗр пулнине палӑртрӗҫ. Вулавӑшри кӗнекесемпе курав йӗркелерӗҫ, вӑрҫӑра ҫеҫ мар, мирлӗ пурнӑҫра та хӑюлӑх, пултарулӑх кӑтартнӑ паттӑрсемпе ҫывӑхрах паллашас тӗллевпе тӗрлӗ энциклопеди, кӗнеке вуларӗҫ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ӗҫпе, тӑрӑшулӑхпа тӑван ҫӗре-шыва хӳтӗлеме май пуррине ӑнланчӗҫ кӗҫӗн класс ачисем.
Тӑван шкултан вӗренсе тухнӑ Леонид Пучков Чечен республикинче пуҫне паттӑррӑн хуни ҫинчен, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцин салтакӗсем пирки те аса илсе ырӑпа асӑнчӗҫ, тав турӗҫ.
"Ҫын паттӑр пулса ҫуралмасть, вӑл хӑй тӑрӑшнипе паттӑр пулать!"— тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ ҫамрӑк патриотсем.

#эпӗтӑванчӗлхенеюрататӑп
#эпӗтӑванҫӗршываюрататӑп
5 класс ертӳҫи Николаева А.М.