ҪЕҪПӖЛЕ АСРАХ ТЫТАТПӐР

ҪЕҪПӖЛЕ АСРАХ ТЫТАТПӐР

Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗршывӑн хастар ачисем!
Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,
Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен!
Ҫеҫпӗл Мишши.

124 ҫул каялла ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл Мишши паянхи куна витӗр курнӑн нихӑҫан кивелми ҫапла чӗнӳ сӑмахӗсем ҫырса хӑварнишӗн пӗр тӗлӗнмелле, пӗр савӑнмалла... Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗн 5 класс ачисем Ҫеҫпӗл Мишшшие аса илчӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ, сӑн ӳкерчӗксен куравне йӗркелесе тишкерчӗҫ. Хӗрӳ чӗреллӗ поэтӑмӑра халалласа унччен вӗренсе тухса кайнӑ ачасен синквейнӗсемпе, кроссворчӗсемпе, плакачӗсемпе, ӳкерчӗкӗсемпе паллашрӗҫ. Вӗренекенсем ҫапла кашни ҫулах Ҫепӗле хисеплесе чысланине шкултан вӗренсе тухса кайнӑ аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсен ӗҫӗсене курса ӗненчӗҫ. "Кам вӑл Ҫеҫпӗл Мишши? Вӑл мӗн ҫырнӑ?"— тесе ыйтсан пиллӗкмӗшсем "Хурҫӑ шанчӑк" сӑвӑри йӗркесемпе хуравлама хатӗр.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.