ПУКРАВА ХАВАС КӖТСЕ ИЛТӖМӖР

ПУКРАВА ХАВАС КӖТСЕ ИЛТӖМӖР

Чӑваш мӗн ӗлӗкрен Пукрава тӗплӗн хатӗрленнӗ. Юпан 14-мӗшӗ тӗлне пахча-анкарисене тирпейлесе пӗтернӗ, хӗл каҫма сакай, нӳхреп тулли пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Пукрав кун кӑтӑрлаччен кӗркунне, кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗлле пулнине каланӑ ӗлӗкхи чӑвашсем. Пӳрт ӑшшине тытма кантӑксен хушӑкӗсене питӗрнӗ, ӑшши ан тартӑр тесе тимленӗ. Ҫак кун кукӑль пӗҫернӗ, хӑнана ҫӳренӗ, хӑна юррисем юрланӑ.

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 7 класра вӗренекенсем тӑван литература урокӗнче
"Атте лаша панӑ пулсан" юрра вӗренчӗҫ, хаваспах юрларӗҫ, хӑйсене чӑн уяври пек туйрӗҫ. Халӑх тата литература юррисен уйрӑмлӑхӗсене палӑртрӗҫ.
Ӗлӗкхи ҫамрӑксем ҫуллахи ӗҫсем хыҫҫӑн тинех улаха пухӑнса вӑйӑсем выляма пуҫланӑ. Пукрав уявне хаваслӑрах тӑвас тесе ҫиччӗмӗшсем тахҫанхи вӑйӑсене те вылярӗҫ. Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне асра тытни чӑвашлӑха упраса хӑварма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ЭпирЧӑвашлаКалаҫатпӑр
#ЭпирТӑванЧӗлхенеЮрататпӑр