(5 класра вӗренекенсен пӗрремӗш видеороликӗ)
Ҫапла калама пирӗн пурин те сӑлтав пур: эпир пурте шкул ачисем пулнӑ, пире пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма вӗрентекенсем ҫул кӑтартса пынӑ. Хӑнӑхнӑ йӑлапа Л. В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем ҫулсеренех чи илемлӗ уявпа, Вӗрентекен кунӗ ячӗпе, ӑс паракансене ӑшшӑн тав туса саламлаҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.
Шкул ачисен хӑйсем тӗллӗн пӗрремӗш хут видео ӳкерес ӗҫӗнче хӑйсене тӗрӗслесе пӑхса хаваслӑ ролик хатӗрлерӗҫ. Диана Васильева тата Исмоил Сандалов, ҫавӑн пекех Максим Степанов оператор тӑрӑшнипе учительсене саламласа хавас кӑмӑл парнелерӗҫ.
https://vk.com/video-101490572_456239769
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.