Тӑван тавралӑха юратма хӑнӑхасси атте-аннене, шкула, тус-тантӑшсене, аслисене юратма, хисеплеме пӗлнипе пӗр тан пулмалла. Ачаран ҫакна ӑша хывса ҫитӗнсен чӑн патриотсем пуласса та шанас килет. Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем класс ертӳҫипе хӑйне евӗрлӗ урок ирттерчӗҫ. Тӑван литература урокӗнче уҫӑ сывлӑшра ҫут ҫанталӑка, тӑван ҫӗре, вӗрентекенсене мухтакан сӑвӑсем вуларӗҫ, таврара ытармалла мар сарӑ тӗс хуҫаланнине палӑртрӗҫ. Чӑваш питӗ сарӑ тӗсе юратать, ҫавӑнпа вӑл хитре хӗре ,,сарӑ хӗр" ( красавица) тесе палӑртать, чипер арҫын ачана "сар ача" ( красавец), тӑван ҫӗр-шывӑма "сарӑ кун ҫӗр-шывӗ" тесе ытарлӑн та ӑшшӑн каланине палӑртма кӑмӑллӑ. Ҫакна та ас туса юлчӗҫ хитре чунлӑ, мал ӗмӗтлӗ пиллӗкмӗшсем ылтӑн кӗр кунӗн пӗр урокӗнче.
5 класс ертӳҫи, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.