К.Д. УШИНСКИЙ ТЕОРИНЕ ТӖПЕ ХУРСА

Вырӑссен паллӑ педагогӗ, вӗрентекенсен аслӑ Вӗрентекенӗ, писателӗ Константин Дмитриевич Ушинский (1824-1870) палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренекен #Тӑванчӗлхе урлӑ тавра курӑмне анлӑлатма, халӑхӑн культурине ытларах пӗлме, хӑйӗн халӑхне юратса хисеплеме хӑнӑхса пырать. "Халӑхӑнне пӗтӗмпех туртса илме пулать, ӑна вӑхӑт иртнӗ май тавӑрма та пулӗ, анчах чӗлхене туртса илсен ӑна каялла тавӑрма ҫук,"— тенӗ вӑл.

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи Ваня Александров кӑҫал пӗрремӗш ҫул чӑваш чӗлхи вӗренет. Вӑл ӑна юратса ӑша хывма тӑрӑшать. Словарь ӗҫӗ уйрӑмах кӑмӑла каять Ваньӑна. Унӑн ӗҫӗпе сире те паллашма сӗнетпӗр.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.
vk.com


#ВӗрентекенҪулталӑкӗ
#ЭпирТӑванЧӗлхенеЮрататпӑр
#ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп