Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем 5 цифррӑна питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Урӑхла майӗ те ҫук: вӗсем класра пиллӗкӗн, эрнере пилӗк кун вӗреннӗ май кунсерен "5" паллӑ илме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем вӗренӳ эрнине пӗтӗмлетсе, ӑна туллин тишкерсе "Пиллӗкмӗшсен пилӗк ҫитӗнӗвӗ" акци пуҫарас терӗҫ. Эрнекун кашни вӗренекен хӑйӗн ҫитӗнӗвӗ пирки каласа парать, малашнехи тӗллевӗсемпе паллаштарать. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн иккӗмӗш эрни тухӑҫлӑ иртрӗ теме те юрать. Ачасем "5" паллӑсем те илчӗҫ, класс тулашӗнчи ӗҫсенче те тӑрӑшуллӑ пулчӗҫ.
Станислав Федоров вырӑс чӗлхи вӗрентекен Яковлева А.В. хитре почеркшӑн мухтанипе палӑрчӗ.
Арина Павлова Никифорова Н.С. шкулти советник "Раҫҫей вӑл..." ролике ӳкернӗ чух тӗрлӗ сӗнӳ парса пулӑшнипе ырӑ сӑмаха тивӗҫрӗ.
Арсений Павлов тӑван чӗлхепе сӑвӑ вулани чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенне килӗшрӗ, вӑл чӑвашла таса калаҫнине, сӑвӑсене илемлӗ вуланине ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртрӗ.
Рома Крылов вара класра чи асли. Вӑл чи явапли пулнӑ май Николаева А.М. класс ертӳҫине пур енлӗн пулӑшса пычӗ. Ҫавӑн пекех класри виҫӗ ача тӗрлӗ предметпа "5" паллӑ илсе пӗлӗвӗсене ҫирӗплетни те савӑнтарчӗ.
5 класс ертӳҫи Николаева А.М.
#ТелейлӗАчалӑх
#ВӗренниҪутӑВӗренменниТӗттӗм
#АсаматКӗперӗПӗрлешӳ