АВӐНӐН 13-МӖШӖ ТӖЛНЕ

АВӐНӐН 13-МӖШӖ ТӖЛНЕ

1962 ҫултанпа авӑнӑн 13-мӗшне пӗтӗм Тӗнчери фашизма хирӗҫ кӗрешмелли , ӑна пула асап тӳснисене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ. Чӑнласах, ҫӗршыв историйӗшӗн авӑн уйӑхӗ паллӑ дата шутланать: 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, 1945 ҫулхи авӑнӑн уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Ҫак уйӑхрах, 13-мӗшӗнче, Тамбов кӗпӗрнинче Зоя Анатольевна Космодемьянская ҫуралнӑ. Паттӑр Зоя, 10 класра вӗренекенскер, Мускав хулине хӳтӗлес тесе хӑй ирӗкӗпе партизансен отрядне ҫырӑнать, Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешсе ҫамрӑклах пуҫне хурать. Нимӗҫ фашисчӗсем Таня партизанкӑна халӑх умӗнче ҫакса вӗлереҫҫӗ. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, паттӑррӑн вилнӗ хыҫҫӑн, Совет Союзӗн Геройӗ ятне парса чыслаҫҫӗ.

Паянхи ҫамрӑк ӑру Тӑван ҫӗрӗн-шывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ-хӗрне асра тытать, тӗслӗх вырӑнне йышӑнать. Ҫакна ҫирӗплетсе Л.В.Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем Петӗр Хусанкай ҫырнӑ "Таня" поэма сыпӑкне вулаҫҫӗ, мирлӗ пурнӑҫа хӳтӗлекенсене тав тӑваҫҫӗ.

https://vk.com/video-101490572_456239755

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.
#навигаторыдетства #Росдетцентр
#ПодвигЗои #вдохновленныемужеством