ЮЛАШКИ ШӐНКӐРАВ УМӖНХИ ПӖТӖМЛЕТӲ УРОКӖ

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухса каякансемшӗн 9 ҫул питӗ хӑвӑрт иртнӗн туйӑннине палӑртаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ аса илмелли, мӗн чухлӗ сӳтсе явмалли вӗсен! 4-мӗш чӗрӗке вӗҫлесе, ҫулталӑк оценкисене пӗтӗмлетсе чӑваш чӗлхипе аса илӳ, ҫирӗплетӳ урокӗ иртрӗ . Ачасем чӑвашла тӗрӗс калаҫма пӗлнине кӑтартса пачӗҫ, тӑван шкула, юратнӑ учительсене халалласа тав сӑмахӗсем каларӗҫ, хайсем ҫырнӑ сӑввисене вуласа пачӗҫ.

Тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухакан яшсемпе хӗрсене пурне те экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса малалла та тӑрӑшса вӗренме сунатпӑр, ҫитсе килекен Юлашки шӑнкӑрав уявне хавас ирттерме савӑк кӑмӑллӑ, ҫирӗп пӗлӳллӗ пулма сӗнсе калатпӑр.

🔥🔥🔥 Аяларах ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑввисен аудиопуххине итлеме пултаратӑр.💥💥💥

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.