ЧӐВАШ ТАТА ХӖВЕЛ АЧИСЕН ВӐЙЙИ

ЧӐВАШ ТАТА ХӖВЕЛ АЧИСЕН ВӐЙЙИ

Кирек хӑш саманара та, кирек хӑш вӑхӑтра та ачасене мӗн илӗртет? Вӗсене пӗрлештерме мӗн пулӑшать? Тӗрӗс, паллах, вӑйӑ! Вӑйӑра, уйрӑмах ушкӑнсем ҫине пайлансан, "Пурте — пӗриншӗн, пӗри— пуриншӗн! " девиза пӑхӑнсан вӑл ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ ачасен туслӑхне ҫирӗплетме те пулӑшать. Ҫӳлерех каланине тӗпе хурса, ҫавӑн пекех ҫулталӑк тӑршшӗпе чӑваш литературине вӗреннине пӗтӗмлетсе Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӑйӑ урокӗ иртрӗ. Улттӑмӑшсем ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн вӗреннине пӗтӗмлетнисӗр пуҫне чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗсене аса илчӗҫ, илемлӗ пуплеве аталантарчӗҫ, чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартрӗҫ. Мухтавлӑ Иван Яковлев юбилярӑн вӗренекенӗсен пултарулӑхне пӗлнине те кӑтартрӗҫ. Константин Иванов пирки уйрӑмӑн чарӑнса тӑчӗҫ. "Чӑваш ачисем" тата "Хӗвел ачисем" ушкӑн пӗри тепринчен пултаруллӑ пулчӗ. Вӗсем сӑвӑсем илемлӗ вулас енӗпе те ӑмӑртрӗҫ. Тӑван республикӑра мӗнле хаҫат-журнал тухса тӑрать? Кам вӑл Иван Мучи? Хусанта мӗнле чӑвашла хаҫат пичетленет? "Тӑван Ен" камсен хаҫачӗ? ... тата вун-вун ыйту хуравӗсене шырарӗҫ икӗ ушкӑнри ачасем. Вӑйӑ кашнин кӑмӑлне ҫӗклерӗ, пурте парнеллӗ, савӑк кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ушкӑна пурте хытӑ алӑ ҫупса хавхалантарни пурне те хаваслантарчӗ. Чи хастар та пултаруллӑ Алина Толстова вара ятарлӑ парнене тивӗҫрӗ.


Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.