ЧӐВАШ ХАЛӐХ КУЛЬТУРИ--ИКСӖЛМИ ПУЯНЛӐХ

ЧӐВАШ ХАЛӐХ КУЛЬТУРИ--ИКСӖЛМИ ПУЯНЛӐХ



#Яковлев175ҫул
#ЧӑвашЧӗлхипеЛитератураЭрни
#ЭпӗТӑванЧӗлхенеЮрататӑп

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класри Иван Александров Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурине вӗренсе ӑша хывнӑ май (ОДНКНР урокӗнче) пуян содержаниллӗ кӗнекесем урлӑ чӑваш халӑхӗн музыка инструменчӗсемпе паллашрӗ, вӗсен ячӗсене тӑван чӗлхепе тата вырӑсла калама хӑнӑхрӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп хуламӑрти палӑксем пирки вуласа пӗлчӗ, вӗсене кама халаллани те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ уншӑн. Чӑвашсен паллӑ художникӗсем тӗнчипе чапа тухни вара мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑратрӗ .
Шупашкар хулинчи И.Я Яковлев, В.И. Чапаев палӑкӗсем ытти чылай палӑксемпе пӗрлех чӑвашсене чӑннипех хавхалантараҫҫӗ. А.А. Кокель, Н.В. Сверчков тата ытти художниксен ӗҫӗсем тӗнчипех паллӑ иккен. Шӑпӑр , сӑрнайпа пӑлнай, сӗрме купӑс музыка инструменчӗсем ҫинчен пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ урокра.
Чӑваш чӗлхипе литература эрнин черетлӗ кунӗ 5 класри Ваня Александровшӑн паян ҫапла иртрӗ. Сирӗн паянхи кун еплерех иртрӗ?

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.