ВУЛАВӐШРИ УРОК

ВУЛАВӐШРИ УРОК

#Яковлев175ҫул


Улттӑмӗш класс ачисен чӑваш литература урокӗ паян шкул вулавӑшӗнче иртрӗ. Иван Яковлев ӗҫӗ- хӗлӗпе, пултарулӑхӗпе, унӑн тӗрлӗ енлӗ ҫитӗнӗвӗпе, ҫавӑн пекех унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе паллашма тӗрлӗ литература пур кунта. Вӗренекенсем чылай ҫыравҫӑ кӗнекисемпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, Иван Яковлевӑн хайлавӗсене аса илчӗҫ. Ачасене уйрӑмах сӑрӑ ӑстисем чӑваш Улӑпне тӗрлӗ енлӗ сӑнарлани килӗшрӗ. Урокра ачасем Яковлевӑн Халал историйӗпе паллашрӗҫ, чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗсене пӑхмасӑр калама вӗренчӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.