СУМЛӐ УЯВРАН— ТӲРЕХ ВИҪӖ ҪӖНТЕРӲПЕ

СУМЛӐ УЯВРАН— ТӲРЕХ ВИҪӖ ҪӖНТЕРӲПЕ

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кӳкеҫри Тӗп библиотекӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Наставникпа педагог тата Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ округ шайӗнчи "Янра эсӗ, чӑваш сӑмахӗ!" чӑвашла сӑвӑ е проза сыпӑкне вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Унта 22 шкултан 83 конкурсант хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе тӗрлӗ ӳсӗмри вӗрентекенсем те пулчӗҫ. Конкурса вӗрентекенсемпе пӗрлех чӑвашсен паллӑ поэчӗсемпе культура ӗҫченӗсем хакларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Владимир Мишшан, Антонина Андреева.

Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М., 4 класри Ксения Васильева (ертӳҫи Савельева Л.Г.), 7 класри Диана Васильева (ертӳҫи Николаева А.М.) сумлӑ конкурсра пурте ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗме пултарчӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.