#эпиртӑванчӗлхенеюрататпӑр
Атте-анне чӗлхине юратнине, хисепленине тӗрлӗ майпа палӑртма пулать: пӗрисем пӗр вӑтанмасӑр тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫаҫҫӗ, теприсем чӑвашла сӑвӑ-калав ҫыраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем илемлӗ вуласа хайсен ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарса савӑнтараҫҫӗ. Теприсем начартарах калаҫаҫҫӗ е ҫыраҫҫӗ пулин те, урокра е урок тулашӗнчи ӗҫсенче питӗ хастар та тӑрӑшуллӑ пулнипе палӑраҫҫӗ, хӑйсем чӑваш пулнишӗн мӑнаҫланаҫҫӗ. Тӑххӑрмӗшсем виҫҫӗмӗш чӗрӗке пӗтӗмлетсе чӑваш чӗлхине юратнине хӑйне евӗрлӗ ӗнентерсе парас терӗҫ. Давид Яковлев, Максим Степанов хайсен класс ертӳҫипе Наталья Станиславовнапа тата 7 класри Диана Васильевапа, Максим Степановпа, вӗсен класс ертӳҫи Татьяна Геннадьевна тӑрӑшнипе Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнӑ тӗле аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫырнӑ "Лаша шырани" калавӗ тӑрӑх кӗске вӑхӑт хушшинче сценка лартса пачӗҫ.
Маттурсем!
https://vk.com/video-101490572_456239693
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.