ӲКЕРЧӖКСЕН КУРАВӖ

ӲКЕРЧӖКСЕН КУРАВӖ


Кӗҫех чӑвашсене ҫутта кӑларакан патриархӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитет. Шкул ачисем унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑсчах, вӗрентекен, куҫаруҫӑ, чӑвашсене ҫутта кӑларакан кӑна мар, алфавит йӗркелекен, чӑваш букварӗ пичетлесе кӑларакан, калавсем ҫыракан пулнине те пӗлчӗҫ. Вӗренекенсем унӑн калавӗсене хаваспах вуларӗҫ, унӑн хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ. Чи ӑнӑҫлӑ ӳкерчӗксенчен ачасем курав йӗркелерӗҫ. Куракансене уйрӑмах 5 класри Иван Александровӑн, 6 класри Алина Толстован, Давид Тихонов ӳкерчӗкӗсем кӑмӑла кайрӗҫ.

#Яковлев175ҫул
#эпиртӑванчӗлхенеюрататпӑр

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.