Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев 175 ҫул тултарнӑ тӗле тата Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне (21.02.) Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 тата 7 класс ачисем Шупашкарти "Куча-мала" медиацентра ҫӳрекен ачасемпе ӳкернӗ "Королевство потерянных языков" юмах евӗрлӗ фильм курчӗҫ. Фильма курнӑ хыҫҫӑн класӗпех сӳтсе яврӗҫ, пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Кашни ача хӑйӗн тӑван чӗлхине юратмаллине, хисеплемеллине палартрӗ. 7 класра вӗренекенсем чӑваш чӗлхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен сочинени ҫырма кӑмӑл турӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.