Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа паян 123 ҫул ҫитрӗ. (Пирӗнтен уйрӑлни 100 ҫул.) Тӗлӗнмелле, анчах та вӑл паянхи синкер те хӑрушӑ, хӗрӳ те ҫулӑмлӑ кунсене курса тӑнӑн туйӑнать. Кашни вулакана тӑван ҫӗршыва юратма , уншӑн кар тӑма чӗнсе калать Ҫеҫпӗл хӑйӗн сӑввисенче. Чӑнах та, паянхи яш-кӗрӗм, вӑй питти арҫынсем "хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулса" юратнӑ халӑха, тӑван ҫӗршыва йывӑрлӑхсенчен хӑтарасса шанатпӑр. Ҫеҫпӗл Мишши каланисем паянхи кун та питӗ ҫивӗч ыйтусенчен пӗри пулни ним иккӗленӳсӗр.
https://vk.com/video-101490572_456239618
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М