АТТЕ — ПУРНӐҪ ТӖРЕКӖ

АТТЕ — ПУРНӐҪ ТӖРЕКӖ

Аттесен уявӗ тӗлне шкулта "Чӑвашла калаҫатпӑр" кружокра пысӑках мар сочинени ҫыртӑмӑр. Кашни ачашӑн хӑйӗн ашшӗ чи пултарулли, чи шанчӑкли, чи маттурри. Ку тӗрӗс, ҫапла пулмалла та, мӗншӗн тесен юратнӑ ҫывӑх ҫынран пахи ҫук.

7 класри Д. Васильева та ҫак шухӑшах ҫирӗплетет.

Аттене юрататпӑр
Манӑн атте, Александр Сергеевич, Чӑрӑшкасси ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 36 ҫулта. Ача чухне эпӗ вӗренекен шкултах пӗлӳ илнӗ. Атте питӗ пултаруллӑ, Мускавра строитель пулса ӗҫлет. Мускавран ӗҫлесе таврӑнсан пирӗн ҫемьешӗн чӑн-чӑн уяв! Вӑл аннене тӗрлӗ ӗҫ тума пулӑшать, тутлӑ пӗҫерме ӑста, пирӗнпе вӑйӑсем вылять, уроксем тума пулӑшать. Шупашкара та илсе каять атте. Ҫемьепе канма пире, виҫӗ ачине, питӗ килӗшет. Анне каласа панӑ тӑрӑх, вӗсем ҫамрӑк чух Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнче паллашнӑ . Аттепе анне туслӑ, килӗштерсе пуранаҫҫӗ. Атте чӑн-чӑн арҫын: вӑл йывӑҫ та лартнӑ, ҫурт та ҫӗкленӗ, пире, ачисене те чунтан юратса ҫитӗнтерет. Аннешӗн те, пирӗншӗн те вӑл чи юратнӑ, чи ырӑ ҫын. Эпир те ӑна юрататпӑр, тивӗҫлипех мухтанатпӑр, уяв ячӗпе саламлатпӑр!
#ДеньотцавЧувашии

Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Николаева А.М.

#ДеньОтца #МойПапаМожетВсе #НавигаторыДетства #Росдетцентр #РДШ #Отцыимы